| 2253 | Лаша пурри лашапа, ямшӑк пурри ямшӑкпа. | Ут — Лаша |
| 2252 | Лаша пуҫ сутнӑ. | Ут — Лаша |
| 2256 | Лаша ҫине ҫилленсе урапине ма ватас. | Ут — Лаша |
| 2257 | Лаша ҫинчен ӳксе курмасӑр юланутҫӑ пулаймӑн. | Ут — Лаша |
| 2255 | Лаша ҫукки — пурнӑҫ ҫукки. | Ут — Лаша |
| 2258 | Лаша ҫумӑра тулхӑрать. | Ут — Лаша |
| 2259 | Лаша ҫунатлӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2254 | Лаша ҫын ури ҫине пуссан: «Асӑрхаймарӑм», ӗни: «Хытӑрах пусаймарӑм», — тесе калать тет. | Ут — Лаша |
| 2260 | Лаша ҫынна таптамасть теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2263 | Лаша та хуйхӑрма пӗлет теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2261 | Лаша тапас ҫук тесе ан кала, йытӑ ҫыртас ҫук тесе ан кала. | Ут — Лаша |
| 2262 | Лаша таптанӑ чух минтер хурса, ӗне чул хурса таптать. | Ут — Лаша |
| 2264 | Лаша тӑват ураллӑ пулсан та такӑнать. | Ут — Лаша |
| 2265 | Лаша тытайман ҫын арӑмне те тытайман. | Ут — Лаша |
| 2266 | Лаша ури саккӑр мар, саккӑрӑн ларма кирлӗ мар. | Ут — Лаша |
| 2267 | Лаша утланакана утланичченех паллать тет. | Ут — Лаша |
| 2269 | Лаша хатӗрӗ юсав пултӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2270 | Лаша хӑйне хӑй тӑрантать. | Ут — Лаша |
| 2271 | Лаша хӳрине шыв урлӑ каҫарнӑ. | Ут — Лаша |
| 2272 | Лаша хыҫҫӑн сӗлӗ ҫӳремест. | Ут — Лаша |
| 2273 | Лаша чӗлхи лаша ҫаврать. | Ут — Лаша |
| 2274 | Лаша юртать — ҫул юлать, ӗмӗр иртет — кун юлать. | Ут — Лаша |
| 2275 | Лашаллӑ ҫын нушана та парӑнмасть. | Ут — Лаша |
| 2276 | Лашан ури те тӑваттӑ, пурпӗрех такӑнать. | Ут — Лаша |
| 2211 | Лашан хыҫне ан тӑр, пуянӑн умне ан тӑр. | Ут — Лаша |
| 2278 | Лашана апат тӑвать. | Ут — Лаша |
| 2290 | Лашана вӑрласа кайсан нӑхтине урама кӑларса ывӑт. | Ут — Лаша |
| 2279 | Лашана кашӑкпа шӑвармаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2280 | Лашана патак мар, сӗлӗ чуптарать. | Ут — Лаша |
| 2281 | Лашана хӑйӗн ури вӑрлать. | Ут — Лаша |
| 2282 | Лашана хӗрхенсен ҫуранах утас пулать. | Ут — Лаша |
| 2283 | Лашана чӑпӑрккапа ан ҫап, сӗлӗпе ҫап. | Ут — Лаша |
| 2284 | Лашана шӑхӑрса шӑвараҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2285 | Лашана ыр тусан лаша та хур тумасть. | Ут — Лаша |
| 2286 | Лашана ыраш улӑм ҫитерсен ыраш улӑм тиеме кайма анчах. | Ут — Лаша |
| 2287 | Лашапа кашкӑра парласа кӳлмеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2288 | Лашара та пур лайӑххи, утра та пур усалли. | Ут — Лаша |
| 2289 | Лашасӑр алсӑрпа пӗрех. | Ут — Лаша |
| 2291 | Лаши кӑтӑрмасӑр пӗкки хуҫӑлмасть. | Ут — Лаша |
| 2293 | Лаши май пушши, ҫӳпҫи май хупӑлчи. | Ут — Лаша |
| 2292 | Лаши май пушши. | Ут — Лаша |
| 2294 | Лаши пулман — суха тунӑ. | Ут — Лаша |
| 2295 | Лаши пулсан пушши пулӗ. | Ут — Лаша |
| 2296 | Лаши пуррин тилхепи ҫук тет. | Ут — Лаша |
| 2297 | Лаши тутарӑн, тихи чӑвашӑн. | Ут — Лаша |
| 2298 | Лашине вӑрласан йӗвенне те хыҫӗнчен тухса ывӑт теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2299 | Лашине парсан та пушшине памарӑм. | Ут — Лаша |
| 2301 | Начар лаша ҫул пӑсать, лайӑх лаша ҫул юсать. | Ут — Лаша |
| 2302 | Начар лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
| 2303 | Начар лаша час тарлать. | Ут — Лаша |